Неделя чувашского языка продолжается

       Ытлари кун в МОУ «Полевобикшикская СОШ» 8-мèш класра вèренекен Пестрова Анастасия, Корнилова Лидия, Николаева Диана 5-мèшпе 6-мèш классенче Геннадий Никандрович Волков çырнă «Кил Илемè» тата «Асанне калавèсем» кèнекесенчи калавèсене вуласа панă, сÿтсе явнă.

       5 «б» па 5 «а» классен хушшинче Тавçăруллисен, пултаруллисен, савăнăçлисен вăййи пулчè. Икè команда та чунтан ăмăртрèç. Ăмăрту питè савăнăçлă иртрè. Çав вăхăтрах вăйă ачасене тăван чèлхепе литература пèлèвèсене ÿстерме пулăшрè.

Юн кун 6-мèш класра «Мèн? Ăçта? Хăçан?» вăйă ирттернè.Жюри членèсем 8-мèш класри вèренекенсем: Пестрова Анастасия, Краснова Анастасия, Корнилова Лидия, Николаева Диана.

 Вăййăн тèллевèпе задачисем:

  1. Ачасен хăйсене тыткалас культура йèркисене аса илни, çирèплетсе хăварни.
  2. Ачасен шухăшлавне, калаçăвне аталантарни.
  3. Класри туслăха, пèрле килèшсе èçлес хăнăхусене аталантарни.

 Вăйă питè интереслè иртрè. Урока (вăййа) вèçленè май пèтèмлетÿ турăмăр. Паян эпир хамăра тèрлè çèрте мèнле тытмаллине аса илтèмèр. Аса илнипе çеç мар, хамăра пурнăçра та кирлè пек тытма пèлмелле. Хамăр çинчен: «Вăл сăпайсăр», - тенине илтес марччè, çын умèнче ята ярас марччè.

       Ухсай Яккăвè çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа ачасене сăвăсем çырма хушнăччè.

       Конкурса чылаййăн хутшăнчèç. Кашниех хăй çырнă сăввине вулама тăрăшрè. Конкурс вèçленсен жюри уйрăмах 8-мèш класра вèренекен Пестрова Анастасияпа Корнилова Лидия сăввисене хакларè. Вèсем малти вырăнсене тухрèç.