Неделя чувашского языка

Хирти Пикшикри вăтам шкулта ака уйăхĕн 23- мĕшĕнчен пуçласа 28- мĕшчен чăваш чĕлхипе литература эрни иртрĕ.  Коридорта чăваш чĕлхипе литература эрнине иртермелли программа çакăнса тăчĕ. Çавна май 11-мĕш класра вĕрекенсем «Геннадий Никандрович Волков академика – 85 çул» ятпа бюллетень кăларчĕç. Коридорта Геннадий Волков кĕнекесен выставкине йĕркелерĕмĕр. Ытлари кун 9-мĕш класпа вĕренекен Пестрова Анастасия, Корнилова Лидия, Николаева Диана; 5б-мĕшпе 6-мĕш классенче Геннадий Волков çырнă «Кил илемĕ» тата «Асанне калавĕсем» кĕнекесенчи калавсене вуласа пачĕç, сÿтсе яврĕç.

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче шкулта Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе чаплă уяв иртрĕ.

Вĕренекенсемпе вĕрентекенсем пурте актовый зала пуçтарăнчĕç. Уява уçаканĕ чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Пестров Леонид Николаевич пулчĕ. Вăл пурне те ăнланмалла уяв мĕнле пулса кайнине, тăван чĕлхен илемĕпе пуянлăхĕ çинчен тĕплĕн каласа пачĕ.

Район пуçлăхĕ Н.И Глухов та «Авангард» хаçатра уяв ячĕпе саламланине пĕлтерчĕ.

Пестрова А.Н. чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен кăçалхи уяв мĕнле паллă çыравçăсене юбилейĕпе пĕр килниçинче чарăнса тăчĕ.

5-8-мĕш классенче вĕренекенсен «Эпир-Яковлев мăнукĕсем, унăн ĕçне тăсакансем» литмонтаж пурне те кăмăла кайрĕ.

  Кĕçнерни кун шкулта сăвăсен конкурсĕ (Сарпи вулавĕсем) иртрĕ. Конкурса кашни класс ачисем хутшăнчĕç.Кашниех Раиса Сарпи çырнă тĕрлĕ сăввисене вуларĕç. Конкурс вĕçленсен жюри членĕсем пĕтĕмлетÿ турĕç.1-мĕш вырăна 9-мĕш класра вĕренекен Сурнаев Алексей йышăнчĕ. Вăл пурнăç сăвва питĕ ăста каларĕ.       2-мĕш вырăна «Ваçлей пичче» сăвă  каласа 6-мĕш класри Филиппова Кристина тухрĕ. «Пиччемĕрсем» сăвă каланăшăн 8- мĕш класра вĕренекен Мефодьева Анастасияна 3-мĕш вырăн пачĕç.

Эрне кун 7-мĕш класра тавçăруллисен, пултаруллисен, савăнăçлисен вăййи пулчĕ. 2 команда та чунтан ăмăртрĕç. Ăмăрту питĕ савăнăçлă иртрĕ. Çав вăхăтрах вăйă ачасене тăван чĕлхепе литература пĕлĕвĕсене ÿстерме пулăшрĕ.

Шăмат кун чăваш чĕлхипе литература эрнине пĕтĕмлетрĕç.Çĕнтерÿçĕсене парнесем пачĕç. «Чĕвĕлти чĕкеç» конкурсра мала тухакансене те саламларĕç.