Ҫут çанталăк – пирĕн пуянлăх.

   

Ҫут çанталăк илемĕпе пурлăхĕ вăл – Тăван çĕршывăн пуянлăхĕ. Этемпе çут çанталăк пĕр çулпа юнашар пыраççĕ, пĕр пурнăçпа пурăнаççĕ. Ҫакăн пек пĕрлĕх – пулас ăрусен сывлăхĕ, вĕсен пурнăç шанчăкĕ. Апла пулсан, этем тени ирсерен кайăк сассипе вăрантăр, таса сывлăшпа савăнса сывлатăр. Ҫут çанталăка çăлса хăвармасан этем хăй те çăлăнса юлаяс çук. Ҫак пуянлăха упрасси – халăхшăн тунă чи пысăк ĕç.

Ҫакăн çинчен каласа ăнлантараççĕ те Хирти Пикшикри вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем çут çанталăк çинчен çырнă хайлавсене вуланă чух, асăннă темăпа сочинени е изложени, диктант çырнă чух. Ҫак тĕллевпех чăваш чĕлхипе литератури эрнинче йĕркеленĕ ӳкерчĕксен конкурсне Экологи çулталăкне халалларĕç. Конкурса 5-7-мĕш классенче вĕренекенсем тăван тавралăха упрас темăпа çырнă чăваш литературинчи хайлав сюжечĕсенчен илнĕ ӳкерчĕксене тăратрĕç. Тутар ачисем те айккинче тăрса юлмарĕç. Уйрăмах 6-мĕш «б» класра вĕренекен Маслова Юлиана Ҫемен Элкерĕн «Ешĕл хунав» повеçĕн «Пуян чăваш вăрманĕ» сыпăкĕнчен илнĕ ӳкерчĕк пурне те килĕшрĕ. Конкурс эрне вĕçĕчченех пырать. Шăмат кун ятарлă комисси пĕтĕмлетӳ тăвать.