Атте-анне тата Экологи çулталăкне халалласа

Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче чăваш чĕлхипе литератури эрни планĕ тăрăх Хирти Пикшикри вăтам шкулта Аттепе анне çулталăкне халалласа 6-мĕш класра «Кил ăшши» уçă урок иртрĕ. Вĕренекенсем хăйсем вуланă хайлавсем тăрăх килте пĕр-пĕрне хисеплесе, килĕштерсе пурăнмалли çинчен, атте-аннене, асатте-асаннене, кукаçи-кукамая юратса хисеплемелли çинчен пĕтĕмлетӳ турĕç. Ирина Ивановна вĕрентекен урока ФПВС ыйтнă пек тĕрлĕ меслетсемпе усă курса ирттерчĕ. Урок пĕтĕмлетĕвне синквейн мелĕпе атте-анне çинчен сăвă çырса турĕç.

Ҫавăн пекех 5-мĕш класра Экологи çулталăкне халалласа пултаруллисемпе тавçăруллисен валли «Илемлĕ манăн тăван тавралăх» вăйă иртрĕ. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Леонид Николаевич Пестров хатĕрленĕ ыйтусемпе вăйăсем ачасене питĕ килĕшрĕç. Вĕсене тăван тавралăха тата та ытларах тĕпчеме, ăна таса тытмалли, упрамалли çинчен йыхравларĕç. Уйрăмах «Чăвашла пĕлетĕн-и?», «Анаграммăсем», «Литература лаççи», «Ваттисен сăмахĕсене йĕркене кӳртĕр» вăйăсем кăсăклă иртрĕç. Ҫăмăл мар тупăшура хăйĕн пысăк тавра курăмĕпе Туктанов Никита çĕнтерчĕ.