Ентешсемпе мухтанатпăр.

Юхма ен ятне унăн çыннисем Раççей шайне анчах мар, тĕнче шайне те çитернĕ. Пирĕн, çамрăк ăрăвăн,  хамăрăн мухтавлă ентешсене яланах асра тытмалла, вĕсемпе мăнаçланмалла. Çак паллă çынсем хушшинче çыравçăсем те сахал мар: Митта Ваçлейĕ, Василий Давыдов_Анатри, Геннайдий Айхи, Ева Лисина, Юхма Мишши, Раиса Сарпи, Марина Карягина тата ыттисем те.

Хирти Пикшикри вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литератури эрнинче район 90 çул тултарнине палăртса шкул ачисем çыравçă-ентешсем çинчен хаçатсемпе буклетсем хатĕрлерĕç. Унта вĕсен пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ, пултарулăхĕ çинчен  çырса кăтартрĕç, паллă хайлавĕсене аса илсе хăварчĕç