Атте-анне пурри – телей. Атте-анне пурри – ăраскал. Пире çуратса ӳстернĕ атте-аннерен пахи никам та çук. Чун панă, ăса вĕрентнĕ, ĕçе хăнăхтарнă, пурнăç çулĕ çине тăратнă хаклă çынсем умĕнче пуç таятпăр. Хамăр пурнăçăмри чи çывăх çыннăмсене нихăçан та чĕререн кăлармастпăр. Пурнăçра мĕнле те пулин ыйту, татса парайман шухăш – тĕллев çуралсанах вĕсем патне пыратпăр, канаш – сĕнӳ ыйтатпăр. Аттепе анне хăйсен пурнăç курăмĕн ăслайĕпе пире тĕрĕс хурав шыраса тупма пулăшаççĕ. Ҫапла майпа пиртен çын тума тăрăшаççĕ. Ĕмĕр эпир парăмра хамăрăн чиçывăх та хаклă çыннăмăрсем умĕнче.
Çакăн пек йĕркесем вулама пулчĕ шкул ачисем çырнă «Юратнă аттепе аннерен хакли никам та çук» сочиненисенче. Чăваш чĕлхипе литератури эрнинче Аттепе анне çулталăкĕ ячĕпе йĕркеленĕ сочиненисен конкурсне 5-11-мĕш класра вĕренекенсем хутшăнчĕç. Кашниех хăйĕн ашшĕпе амăшĕ чи илемлине, чи хаклине, чи юратнине, чи ăслине, чи маттуррине кăтартса парасшăн пулчĕ сочинени йĕркинче. Хăшĕ-пĕри хăйĕн хайлавне ваттисен сăмахĕсемпе, сăвăсемпе, юрă йĕркисемпе илемлĕх кӳртнĕ. Хальлĕхе чи лайăх сочиненисен шутне 6-мĕш класра вĕренекен хĕр ачасен ĕçĕм кĕреççĕ. Пĕтĕмлетӳ çитес эрнере пулать.