Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2017

     Чăваш чĕлхи кунĕнче «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци ирттересси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Кăçал ăна ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Енри Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалларĕç. Диктант текстне  Геннадий Волков этнопедагогӑн «Ăслă ача» калавне тĕпе хурса йĕркеленĕ. Сăмах май, кăçал Г.Н. Волков çуралнăранпа 90 çул çитет.

      Хирти Пикшикри вăтам шкулта вĕренекен ачасем те çак акцирен пăрăнса юлмаççĕ. Кашни çулах хастаррăн хутшăнаççĕ. Тата хутшăнакансен йышĕ çулсерен ӳссе пырать. Кăçалхи акцие 42 ача тата икĕ вĕрентекен хутшăнчĕ (пĕлтĕр 32 ача хутшăннăччĕ).

Чи хастаррисем пиллĕкмĕшсемпе вуннăмĕшсем пулчĕç: класĕпех диктант çырчĕç. Ҫавăн пекех 9- мĕш классене те асăнса хăвармалла: вун пилĕк вĕренекенрен вун виççĕшĕ акцие хутшăнчĕç. Ытти классенчен те пĕр е икĕ ача кăна тĕрлĕ сăлтава пула хутшăнаймарĕ.