Чӳк уйăхĕн 15-мĕшĕнче Интернет уçлăхĕнче пĕтĕм чăваш ачисен чăваш чĕлхипе, литературипе тата тăван ен культурипе черетлĕ олимпиада иртрĕ. Унта 7-9-мĕш классенче вĕренекен ачасем хутшăнма пултарчĕç. Олимпиада икĕ номинаципе иртрĕ: 1) вырăсла вĕренекен шкул ачисем валли; 2) чăвашла вĕренекен шкул ачисем валли.
Яланхи пекех Хирти Пикшикри вăтам шкулта вĕренекенсем те хутшăнса хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслеме шутларĕç. Олимпиадăра хутшăннă 417 ача шутĕнчен çак шкулти 7-мĕш «а» класра вĕренекен Чинкина Адиля (вырăс шкулĕ, вĕрентекенĕ Пестрова И.И.) тата 8-мĕш класри Зейнетдинова Эльвира (чăваш шкулĕ, вĕрентекенĕ Пестров Л.Н.) çĕнтерӳçĕсен ретĕнче пулни питĕ савăнтарчĕ шкул коллективне.