Чăваш чĕлхи кунĕнче «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци ирттересси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Кăçал ăна ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче ирттерчĕç. Диктант текстне Александр Артемьевăн «Тăван чĕлхе» прозăлла сăввине тĕпе хурса йĕркеленĕ.
Хирти Пикшикри вăтам шкулта вĕренекен ачасем те çак акцирен пăрăнса юлмаççĕ. Кашни çулах хастаррăн хутшăнаççĕ. Тата хутшăнакансен йышĕ çулсерен ӳссе пырать. Кăçалхи акцие 42 ача тата пилĕк вĕрентекен хутшăнчĕ (пĕлтĕр 40 ача хутшăннăччĕ).
5-11 класра вĕренекенсемпе тăван чĕлхене вĕрентекенсем пурте пекех хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслеме диктант çырчĕç. Çавăн пекех акăлчан чĕлхине вĕрентекен Петрова Наталия Семеновна, вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Сурнаева Татьяна Александровна кашни çулах çак акцие хутшăнса чăвашла диктант çыраççĕ.