Чăваш Улăпне халалласа.

    Чӑвашра вӑрман та чӑвашла кашлать,

Шӑпчӑк та юрлать кунта ав чӑвашла.

                                                          Пин чӗлхеллӗ халӑх хушшинче

                                                       Калаҫса ҫӳретӗп эпӗ чӑвашла!

 

Чăваш чĕлхипе литература эрнин планĕпе килĕшӳллĕн Хирти Пикшикри вăтам шкулта ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче пысăк уяв иртрĕ. Кашни тăхтав вăхăтĕнче шкулти радиоузелпа Аслă вĕрентекенĕмĕре тав туса, чăваш чĕлхине мухтаса 5-7 класра вĕренекенсем чăвашла сăвăсем вуларĕç, чăваш халăхĕн илемлĕ юррисем шăранчĕç. Çавăн пекех тăван чĕлхепе литературине вĕрентекен Пестров Леонид Николаевич «Аслă вĕрентекенĕмĕр» урок-презентаци ирттерчĕ. Урок ачасем И.Яковлев чăваш халăхне янă  халала чăвашла, вырăсла тата акăлчан чĕлхипе вуланипе вĕçленчĕ.