Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2019

Чăваш чĕлхи кунне халалласа, унăн пĕлтерĕшне тата сумĕпе хисепне ÿстерес тĕллевпе Хирти Пикшик вăтам шкулĕнче вĕренекенсемпе вĕрентекенсем ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2019» акцие хутшăнчĕç. Кăçалхи диктант валли Чӑваш Республикин çамрăксен премийĕн лауреачĕ Владислав Николаев çыравçă, журналист, куçаруçă Тани Юн пултарулăхне халалласа çырнă текста суйласа илнĕ.

Яланхи пекех пур чăваш ачи те диктант çырмалли вăхăт çитессе чăтăмсăррăн кĕтрĕ. Кашниех хăй чăвашла тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме май пулнипе усă курасшăн пулчĕ. Ҫулсерен акцие шкул ачисемпе пĕрлех вĕрентекенсем те хастаррăн хутшăнаççĕ. Кăçалхи диктанта 50 вĕренекенпе виçĕ учитель хутшăнчĕç.