Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе.

Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе.

   2020-мĕш çулхи ака уйăхĕн 20-25-мĕшĕсенче Хирти Пикшикри вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература эрни инçет мелпе иртет. Кăçал эрнене Аслă Ҫĕнтерĕве 75 çул çитнине тата Чăваш Автономийĕ 100 çул тултарнине халаланă. Чăваш чĕлхипе литература эрнин тĕп тĕллевĕ - ачасен чĕлхе туйăмне ӳстересси, пултарулăхне класс тулашĕнчи ĕçсенче аталантарасси, тăван чĕлхене юратма вĕрентесси.

Ҫак тĕллевпех 7-9 класра вĕренекенсем хушшинче «Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе» сочиненисен конкурсĕ иртрĕ. Конкурса хутшăннă кашни ача тăван чĕлхе пĕлтерĕшне, вăл хальхи вăхăтра йывăрлăха кĕрсе ӳкнине, кашни чăваш çыннин чĕлхене упрамаллине тата ăна аталантарас тĕллевпе ĕçлемеллине çырса кăтартрĕ. 8- мĕш класри Кириллов Андрейăн сочиненийĕ чуна пырса тивнине асăнса хăвармалла.