Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2020

      Чăваш чĕлхи кунне, Чăваш автономине йĕркелесе янăранпа 100 çул çитнине тата Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулне халалласа, чĕлхе пĕлтерĕшне тата сумĕпе хисепне ÿстерес тĕллевпе Хирти Пикшик вăтам шкулĕнче вĕренекенсемпе вĕрентекенсем ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2020» акцие хутшăнчĕç. Кăçалхи диктант валли   Йĕркелÿ комитечĕ паллă чăваш çыравçи, прозăçи, сăвăçĕ, куçаруçи, 1964 çултанпа СССР писателĕсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ пулнă Юрий Скворцов хайланă «Уках хурăнĕ» повесть тăрăх йĕркеленĕ текста суйласа илнĕ. «Тăван радио» тата «Наци радиовĕ» эфирĕсенче диктант текстне Чăваш наци радиовĕн аслă редакторĕ  Владимир Егоров  вуларĕ.

  Яланхи пекех пур чăваш ачи те диктант çырмалли вăхăт çитессе чăтăмсăррăн кĕтрĕ. Кашниех хăй чăвашла тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме май пулнипе усă курасшăн пулчĕ. Ҫулсерен акцие шкул ачисемпе пĕрлех вĕрентекенсем те хастаррăн хутшăнаççĕ. Кăçалхи диктанта 18 вĕренекенпе ултă учитель хутшăнчĕç. Инçет уçлăх çыхăнăвĕ япăх пулнă пирки кăçалхи çул чылайăшĕ диктанта çыраймарĕ. Сăмахран, 2019 çулта пурĕ 53-ĕн, 2018 çулта 44-ăн хутшăннăччĕ.