Кашни ҫул ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш чӗлхин кунне уявлатпӑр. Ҫак чаплӑ уява И.Я.Яковлев ҫуралнӑ кунӗнче палӑртма пуҫланӑранпа кӑҫал 28 ҫул ҫитрӗ. 1992 ҫултанпа паллӑ тӑватпӑр. Иван Яковлевич Яковлев ятне Чӑваш Енпе Раҫҫейре кӑнамар, ют ҫӗр-шывсенче те асратытаҫҫӗ.
Аслă вĕрентекенĕмĕре, паянхи чăвашăн çырулăхĕн йĕркелӳçине сума суса, ӑна асӑнса Хирти Пишик вăтамшкулĕнче 5-6 классенче вĕренекенсем хушшинче инçет мелпе «Кам нумайрах?» чĕлхе çинчен калакан ваттисен сăмахĕсемпе каларăшĕсен конкурсĕ иртрĕ. Кашни тепринчен нумайрах тупма тăрăшрĕ. Пиллĕкмĕшсенчен ПигельцеваЖаннăна, улттăмĕшсенчен Иванкина Дианăна çитекенни пулмарĕ.
Чăваш чĕлхи кунне халаласа Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ ака уйăхĕн 20-25- мĕшĕсенче «Эпĕ чăвашла калаçатăп» акци ирттерчĕ. Акцие чăвашла калаçакан кирек камăн та хутшăнма ирĕк пулнă. Чăваш чĕлхи çинчен сăвă вуласа е юрă юрласа видео çине ӳкерсе #эпĕ чăвашла калаҫатăп хештегпа Интернетри хутшăну тетелĕсене (социаллăсетьсене) вырнаçтармалла.
Ҫак шкулта вĕренекенсемте айккинче тăрса юлмарĕç. 9- мĕшкласри Петров Павел П.Хусанкай çырнă «Эп -чăваш ачи», 6-мĕш класри Корнилова Карина О.Титован «Чăваш чĕлхи» вуланă сăвăсем те интернет уçлăхĕнче вырнаçрĕç, чылай сасă пуçтарма та ĕлкĕрчĕç.