Чăваш чĕлхипе литература эрнинче
10-11-мĕш класра вĕренекенсемпе Юрий Скворцовăн «Уках хурăнĕ» повеçĕ тăрăх
вулав конференцийĕ иртрĕ.
Хайлаври тĕп сăнар - Укахви - çут тĕнчепе киленсе,
тантăшĕсемпе выляса-кулса, чун савнийĕпе савăнса пурăнас вырăнне çамрăклах çĕре
кĕрет. Мĕншĕн вăхăтсăр татăлать-ха унăн пурнăçĕ? Йывăр вăхăт, йывăр ĕç, йывăр
чир, йывăр хуйхă ... Пур йывăрлăх та пĕр çын çине тиенет. Ăçтан чăттăр ĕнтĕ çын
чĕри?
Вун пиллĕкри хĕр ача пысăккисемпе пĕрле колхоз ĕçне çÿрет:
тырă вырать, утă çулать. Ҫакăн
пек шăпа кĕтнĕ тискер вăрçă вăхăтĕнчи 15-18 çулхи вăй питти хĕрсемпе яшсене…
Укахвин çамрăк чĕринче юрату туйăмĕ те çуралать. Хăйĕнчен
икĕ çул аслăрах Кольăна юратса пăрахать вăл, ăна çара ăсатать.
Йывăр ĕç хăйĕн йĕрне хăварнă-хăварнах.
Укахви е хулĕ, е ура шăмми ыратнипе аптрама пуçлать, хушăран чăтмалла мар
ыратни те пулать, анчах хĕр кун пирки никама та шарламасть.
Укахви
юратнă савнине фронтран кĕтсе илеймесĕрех, телей мĕнне ăнланаймасăрах, çемье
ырлăхне кураймасăрах вилет. Унăн хурлăхлă шăпи- чуна çÿçентерет, чуна
ыраттарать.
Йывăр
шăпаллă Укахви сăнарне Иванкина Диана повесть сыпăкне пăхмасăр каласа, Петров Павел сочиненире, Краснова
Валерия буктрейлерта сăнласа пачĕç. Вĕсене итлесен тата курсан куççуль кăлармасăр чăтма çук.
Юрий Скворцов повеçри тĕп сăнарпа халăхăн тылри ĕç паттăрлăхне питĕ
тĕплĕн кăтартса
панă.