«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ − 2021»

«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ − 2021»

Чăваш чĕлхи кунне тата çĕнĕ чăваш çырулăхне туса хунăранпа 150 çул çитнине халалласа Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, «Хыпар» хаçат, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телевиденийĕ, Тăван радио, Чăваш Республикин наци библиотеки, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăвашпатшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче «Пĕтĕм  чăваш диктанчĕ  2021» акци ирттерчĕ.

Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси.

Кăçалхи диктант валли Юхма Мишшихайлавĕ тăрăх хатĕрленĕт екста суйласа илнĕ.

Тӗнчере тӑван кӗтесрен, тӑван ҫӗртен, тăван чĕлхерен, тӑван халӑхранхаклинимӗн те ҫуккине тепĕрхут аса илсе Хирти Пикшикри вăтам шкулти вĕренекенпе 6 вĕрентекен акцие хутшăнса хăйсем чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслерĕç.