Краснов Тимофей - республика шайӗнчи призер

Краснов Тимофей - республика шайӗнчи призер

Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан организацисенче вĕренекен ачасене тăван енĕн паллă çыннисем çинчен пĕлес туртăмне, шырав меслечĕпе ăсталăхне ÿстерме, чăваш чĕлхине тата лайăхрах пĕлме пулăшас тӗллевпе.  

 Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви  «Упрар тăван чĕлхемĕре» оратор ăсталăхĕн конкурсне ирттерчӗ.

Конкурса Чăваш Республикин пуçлăхĕн Олег Алексеевич Николаевăн 2021 çулхи авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнчи 140 №лĕ хушăвĕпе килĕшӳллĕн мухтавлă ентешсен çулталăкне халалланӑКонкурсра Чăваш Республикинче тата ун тулашĕнче вырнаçнă вĕренÿ организацийĕсен 5-6-мĕш класĕсенче чăваш чĕлхи вĕренекен ачасем икӗ тапхӑрпа- муниципалитет тата республика шайӗпе -хутшăнчӗҫХирти Пикшикри вӑтам шкулта 5- мӗш класра вӗренекен Краснов Тимофей пӗрремӗш тапхӑрта ҫӗнтерсе район чысне республикӑра хӳтӗлеме тивӗҫлӗ пулчӗ. Иккӗмӗш тапхӑрти жюри членӗсем унӑн ӑсталӑхне пысӑк хак парса чыслани вӗренекене  тата та тӑрӑшса вӗренме хавхалантарчӗ. Тимофея тата унӑн вӗрентекенне Пестрова Ирина Ивановнӑна малашне те ӑнӑҫу сунатпӑр.

Кӑмӑл тӑвакансем видеона ҫак ссылкӑпа пӑхма пултараҫҫӗhttps://disk.yandex.ru/i/MwNZI-elSVHABA