"САРПИ ВУЛАВӖСЕМ"

"САРПИ ВУЛАВӖСЕМ"

Чӑваш чӗлхипе литературин эрни планӗпе килӗшӳллӗн ака уйӑхӗн 19- мӗшӗнче Хирти Пикшикри вӑтам шкулта Чӑваш енӗн сумлӑ ентешӗсене халалланӑ тӑван чӗлхене юратма, унпа мухтанма, тӑван чӗлхепе илемлӗ калаҫма вӗренес тӗллевпе"Сарпи вулавӗсем" сӑвӑ калакансен конкурсӗ иртрӗ. Хутшӑнакансем сӑввисене икӗ номинаципе хатӗрленчӗҫ:  Раиса Сарпи сӑввисем тата ҫырӑвҫӑ ентешсен сӑввисем. 5- мӗш класра вӗренекен Краснов Тимофейпа Родин Сергей, улттӑмӗшӗнчи Жолобова Валерия, ҫиччӗмӗшӗнчи Селиванова Аделина, саккӑрмӗш класри Корнилов Каринӑпа Иванкина Диана вуланӑ сӑвӑсем чӑваш чӗлхи чӑнах та чӗвӗлти чӗлхе пулнине ӗнентерчӗҫ. Комисси членӗсем пӗр сасӑпах районти конкурсра хутшӑнма Иванкина Дианӑна сӗнчӗҫ