ЧӖЛХЕ - ХАЛӐХ МУЛӖ.

ЧӖЛХЕ - ХАЛӐХ МУЛӖ.

Хирти Пикшикри вӑтам шкулти ҫиччӗмӗшсемпе саккӑрмӗшсен хутӑш командисем хушшинче чӑваш чӗлхипе тата литературипе "Чӗлхе-халӑх мулӗ" викторина иртрӗ. Ӑна  сумлӑ ентешсен ҫулталӑкне тата Патӑрьел районӗ 95 ҫул тултарнине халалланӑ. Викторинăн тĕп тĕллевĕсем – вĕренекенсен тăван чĕлхепе литература пĕлĕвне анлăлатасси; тăван çĕре, патшалăха хисеплес туртăма аталантарма тата ачасен тавра курăмне ÿстерме пулăшасси. "Шевле" тата "Ҫӑлтӑрчӑк" командӑсем хӑйсен пӗлӗвне, тавракурӑмне "Хӑшӗ ытлашши?", "Тупсӑмне туп", "Ваттисен сӑмахне вӗҫле", "Йӑнӑшсене тӳрлет" тата ытти конкурссенче тӗрӗслерӗҫ. Пӗр бал ытларах пухса "Шевле" команда (Арина Ахмеева ертсе пыракан ушкӑн) ҫӗнтерӳҫӗ пулчӗ.