ЧӐВАШ ТӖНЧИ.

ЧӐВАШ ТӖНЧИ.

Чӑваш халӑх культурине тӗпчес, аталантарас тата упрас тӗллевпе Хирти Пикшикри вӑтам шкулта чӑваш чӗлхипе литература эрни планӗпе ака уйӑхӗн 21- мӗшӗнче "Чӑваш тӗрри", "Чӑваш тӗнчи" ӳкерчӗксен куравӗ иртрӗ. Унта 5,6 - мӗш классенче вӗренекенсем хаваспах хутшӑнчӗҫ. Кашни ача хӑйӗн ӳкерчӗкӗнче чӑваш халӑхӗ ҫӗр пин тӗрӗ ҫӗр-шывӗнче пурӑннине кӑтартать парасшӑн пулчӗ.

Мӗнле хитре чӑваш тӗрри,
Ун курӑнмасть вӗҫӗ-хӗрри.
Унта асамлӑ ҫӑлкуҫсем,
Илемлӗ ҫутӑ ҫӑлтӑрсем.