Сумлӑ ентеш ҫыраҫӑсен ячӗпе.

Сумлӑ ентеш ҫыраҫӑсен ячӗпе.

Хирти Пикшикри вӑтам шкулта Мухтавлӑ ентешсен ҫулталӑкне тата Патӑрьел районӗ 95 ҫул тултарнине халалласа "Мухтавлӑ ентеш ҫыравҫӑсем" тӗпчев конференцийӗ иртрӗ. 9,10- мӗш классенче вӗренекенсем Василий Давыдов-Анатри, Геннадий Айхи, Ева Лисина, Раиса Сарпи, Юхма Мишши, Марина Карягина, Людмила Сачкова тата ытти ҫыраҫӑсен пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗн тапхӑрӗсене тишкерсе тухрӗҫ, хӑйсен ӗҫӗпе ыттисене паллаштарчӗҫ.  Конференци пӗтӗмлетӗвне хуҫланакан кӗнекере курма пулать.