Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ- Чăваш чĕлхи кунĕ.

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ-  Чăваш чĕлхи кунĕ.

Паян, ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, Хирти Пикшикри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан  вăтам шкулта  Чăваш чĕлхи кунне уявларĕç. Çак кун, 174 çул каялла, чăваш халăхне çутта кăларакан Аслă вĕрентекенĕмĕр  Иван Яковлевич Яковлев  çуралнă. Халăха çутта кăлараканăн пархатарлă ĕçне чăваш халăхĕ сума сăвать, яланах асра тытать. 3 «б» класра вĕренекенсем те, хăйсен вĕрентекенĕ ертсе пынипе, «Çĕр пин юрă çĕршывĕнче » вăйă – урок ирттерчĕç. Ачасем И.Я.Яковлев пурнăçĕпе паллашрĕç, чăвашсен тĕррисене тишкерчĕç, асатте – асаннесен йăли – йĕркисем çинчен аса илчĕç.

«Эп – чăваш ачи, саватăп

Хамăрăн Чăваш çĕрне.

Вăл – кипке те ман, сăпка та,

Ăна манмăп ĕмĕрне!» - тесе пĕтĕмлетрĕç ачасем.

 

Данилова Л.Д.