Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунӗ

Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунӗ

Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче – Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунӗ. Ҫак куна 1999 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ЮНЕСКО Генеральнӑй конференцийӗн 30-мӗш сессийӗнче палӑртма йышӑннӑ, чӗлхесен тата культурӑсен пуянлӑхне упраса хӑварас тата аталантарас тӗллевпе 2000-мӗш ҫултан уявлаҫҫӗ.

Кашни халӑхӑн чӗлхи хайне евӗрлӗ. Авал пӗр халӑха тепринчен чӗлхине пӑхса   уйӑрнӑ. Хӑйне кӑна тивӗҫлӗ чӗлхе пулмасан халӑха уйрӑм халӑх вырӑнне те хуман. Пӗр миллион ҫын калаҫакан чӗлхе аслӑ чӗлхе шутланать. Ҫавӑн пек чӗлхесен йышне чӑваш чӗлхи те кӗрет.
Чӗлхере халӑх кӑмӑлӗ, шухӑшӗ, туйӑмӗ, сӑнарлӑхӗ палӑрать. Тӑван чӗлхен ытти чӗлхене те хисеплет. Тӑван ҫӗр-шыва юратасси тӑван чӗлхерен, анне сӗчӗпе кӗнӗ чӗлхерен пуҫланать.
Тӑван чӗлхене лайӑх пӗлни те пӗр чӗлхене вӗренме, унӑн уйрӑмлӑхӗсене тӗплӗнрех ӑнланма, ҫавна май ытларах пӗлӳ туянма пулӑшать.  
Хирти Пикшикри вӑтам шкулта ҫак уява палӑртса тӗрлӗ ӗҫ туса ирттерчӗҫ. Кашни тӑхтав вӑхӑтӗнче радиоузелпа тӑван чӗлхе ҫинчен чӑвашла, тутарла, вырӑсла сӑвӑсем янӑрарӗҫ. 5,6 классенче вӗренекенсем хушшинче "Асамлӑ кӑлтӑрмач" вӑйӑ иртрӗ. Чӑваш чӗлхин вӑрттӑнлӑхӗсемпе ҫыхӑннӑ тӗрлӗ конкурс ыйтӑвӗсем ҫине ачасем туллин хуравлама тӑрӑшрӗҫ. 8,9- мӗш класра вӗренекенсем "Мӗн вӑл тӑван чӗлхе?" ӑслав ҫырчӗҫ. Чӗлхене, тӑван халӑх культурине упрас, ӑна тата та аталантарас тесе кашни ҫыннӑн тӑрӑшмалли ҫинче чарӑнса тӑчӗҫ.