Аслӑ вӗрентекенӗмӗр халалӗ вилӗмсӗр

Аслӑ вӗрентекенӗмӗр халалӗ вилӗмсӗр

Ака уйӑхӗн 25- мӗшӗнче мӗн пур чӑваш хӑйӗн тӑван чӗлхин кунне паллӑ тӑвать. Ӑна 1992- мӗш ҫултанпа Чӑваш Республикин Аслӑ Совечӗн Президиумӗн килӗшӗвӗпе паллӑ тума пуҫланӑ. Ҫак кун чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан, ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркелекен Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑ кунпа тӳр килет. Кӑҫалхи ҫул пирӗн Улӑпӑмӑр, Аслӑ вӗрентекенӗмӗр ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине пӗтӗм Раҫҫейӗпе анлӑн паллӑ тӑваҫҫӗ. И. Яковлевӑн тӑван халӑхӗшӗн тунӑ ӗҫсем чикесӗр пысӑк, утса тухнӑ кун-ҫулӗ пархатарлӑ. Халалӗсем, пехилӗсем вилӗмсӗр. "Чӑваш халӑхне" халал сӑмахӗсене паянхи ӑру ӑса хывса пурнӑҫра асра тытса пырасси пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Ҫак тӗллевпе Хирти Пикшик вӑтам шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури эрнин планӗпе килӗшуллӗн шкулти радиоузелпа халал сӑмахӗсем чӑвашла, тутарла, вырӑсла тата акӑлчанла янӑрарӗҫ.