"Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ-2023" акцие хутшӑнса.

"Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ-2023" акцие хутшӑнса.

Чӑваш чӗлхин пӗлтерӗшне, сумӗпе хисепне ӳстерес тӗллевпе кашни ҫулах 'Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ" акци иртет. Кӑҫалхи ҫул ӑна И.Я.Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине, педагогпа ӑс паруҫӑ ҫулталӑкне тата чӑваш чӗлхи кунне халалланӑ. 

Хирти Пикшик вӑтам шкулӗнче вӗренекенсемпе вӗрентекенсем кашни ҫулах ҫак акцие хастар хутшӑнаҫҫӗ. Директорӑн вӗренӳпе воспитани енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ, акӑлчан чӗлхи учителӗ Петрова Наталия Семеновна, вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекен Пелеева Татьяна Александровна ачасене тӗслӗх кӑтартса ҫулсерен диктант ҫырса "пиллӗк" паллӑ илеҫҫӗ.
Паянхи акцие  44 вӗренекен, 4 вӗрентекен тата 2 педагог-ветеран хутшӑнса чӑннипех те чӑвашла пӗлнине кӑтартса пачӗҫ.