Тӑван чĕлхе кунӗ

Тӑван чĕлхе кунӗ

Хирти Пикшик вӑтам  шкулӗнче чӑваш, тутар ачисем туслӑн пĕлӳ илеҫҫӗ. Нарӑсӑн 21-мӗшӗнче  7- мӗш класра "Тӑван чӗлхе-чӑваш чӗлхи" урок иртрĕ. Пестрова И.И. вӗрентекен уяв историне каласа пачӗ,    кашни ҫыншӑн унăн пĕлтерĕшĕ ҫинче чарăнса тӑчӗ. Ачасем хăйсем ҫырнӑ "Таван чӗлхе-чӑваш чӗлхи"  сочиненисене вуласа пачӗҫ. Иванкина Диана тата Регина  Шарефетдинова илемлĕ вуланӑ сӑвӑсен йĕркисем кашнин чуннех пырса тиврӗҫ.